«Ĕнепе картиш илемлĕ»
ÇАПЛА шутлаççĕ Палтиелĕнчи Шкул урамĕнче пурăнакан Мансурпа Минзиле Садретдиновсем. Вĕсем 4 пуç ĕнепе 6 пуç пăру усраççĕ. Хăйсенчен ытлашши сĕте предпринимателе сутаççĕ.
Мансур Минкасимович Шăмăршăри газ участникĕнче водительпе вăй хурать, килти хуçалăх валли вăхăчĕ те сахал юлать. Ытларах ĕçе мăшăрĕ тăвать, апла пулин те: «Ватăлатпăр, ывăнтăм, ĕне усрама пăрахар пуль», - темест.
- Выльăх пăхса чун йăпанать, кăмăл çĕкленет, - тет ăшшăн кулса Минзиле. - Тата çемье бюджетне те укçа-тенкĕ кĕрет, ачисемпе мăнуксене пулăшма та пултаратпăр.
Бюджет мĕнне Минзиле питĕ лайăх пĕлет: Ульяновск хулинче бухгалтерсен курсне пĕтернĕ хыççăн колхозра - кассирта, унтан бухгалтерта ĕçленĕ. Колхоз салансан, ял çумĕнчи вăрманта шыв управĕ тунă çĕрте поварта вăй хунă. Халĕ килти хуçалăхра тăрăшать, хăй каланă пек: «Пĕчĕк ферма заведующийĕ». Садретдиновсем пысăк йышлă хур-кăвакал та усранине шута илсен, «килти ферма» теме пулатех.
Ялтан яла çỹренĕ чух выльăх- чĕрлĕх нумай усракан çынсемпе тĕл пулма тăрăшатăп. Ман шутпа, вĕсем пĕтĕм ялшăн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ. Ĕçлеме юратаççĕ, нихăçан та пурнăç пирки ỹпкелесе калаçмаççĕ.
Палтиелĕнчи Ильгизерпе Гельсеиде Азизовсенчен те тĕслĕх илмелĕх пур: килти хуçалăхра 5 пуç - ĕне, 7 пуç - вăкăр, 1 пуç лаша, сурăхсем, 40-50 кăвакал тата йышлă чăх-чĕп тытаççĕ.
Нумаях пулмасть Патирекри Карсаковсем патне çитсе курнăччĕ. Вĕсем 10 пуç ĕнепе 10 пуç пăру, 5 пуç сысна усраççĕ. Пыл хурчĕсен çемйисем те пур.
Ирпе 4 сехетре вăранса картишне тухасси Карсаковсен пурнăçĕнче çирĕп йăлана кĕнĕ. Ĕнесене аппаратпа сăваççĕ, шыв ăшăтса апат хатĕрлеççĕ, унтан сĕте предпринимателе парса яраççĕ, витепе картана тислĕкрен тасатаççĕ, пĕчĕк пăрусемпе сысна çурисене апатлантараççĕ... Чăнах та, ир тăмасан пур ĕçе те туса та пĕтереймĕн.
- Эпĕ выльăх пăхакан çеç мар, ветеринар та хамах. Çак ĕçе çамрăкчух вĕренмелле пулнă та вĕт, ỹркеннĕ - халĕ хам тĕллĕн çеç сиплевçĕ пĕлĕвне алла илетĕп, - çапла чунне уçса калаçрĕ манпа Николай Вениаминович Карсаков. Унтан ашшĕ - Вениамин Николаевич - ăсталанă тележкăллă тĕлĕнтермĕш техника çине (трактор тесен, трактор мар, автомашина теме те çук - пăравус пек хура тĕтĕм кăларать тата шуйттан пек мĕкĕрсе ĕçлет) ларчĕ те, ĕнесем валли тин çеç çулнă ешĕл курăка турттарса килчĕ.
- Кунне пилĕк тележка çисе яраççĕ, - пĕлтерчĕ Николай Вениаминович. - Юрать-ха, вăрман хĕрринче пурăнатпăр та, выльăх çими хатĕрлесси пирки пăшăрханмастăп.
Çапла, пĕрре хăнăхнă ĕç пурнăç норми пулса тăнă. «Ялта ĕç çук, мĕнле пурăнмалла?» - тесе ỹпкелешмеççĕ, выльăх- чĕрлĕх, хур-кăвакал, чăх-чĕп усраса чун канăçне тупаççĕ.
Пулмантăшпа Вырăс Чукал ялĕсенче пулни те асăмрах тăрать. Икĕ ялĕнче те çамрăксем сахал, ытларахăшĕ - пенсионер. Апла пулин те, 73 пуç - сăвăнакан ĕне, 100 пуç вăкăр, 240 пуç сурăх усрама вăй çитереççĕ. Тăватă çемье лаша та тытать.
Чукал ял территорийĕн уйрăмĕнче 4 фермер ĕçлет. Темиçе çул каялла пушă выртнă тата вĕтлĕх вăрман ỹсме пуçланă çĕре сухаласа тыр-пул, нумай çул ỹсекен курăк, çĕр улми çитĕнтереççĕ.
Иртнĕ çул хăйĕн ĕçне йĕркеленĕ пĕр çын (самозанятый) темиçе пуç ĕне туянма патшалăхран 148500 тенкĕ субсиди илнĕ. Паян пĕчĕк фермăра çамрăк пăрусем те пур. Çапла аталанать килти хушма хуçалăх. Выльăх йышне ỹстерсе пыни сĕт тата аш-какай нумайрах туса илме май парĕ.
Ив.САЛАНДАЕВ.