Ольга ДОЛГОВА: «Ăшă кăмăл - ĕçре çăмăл»

Ольга ДОЛГОВА: «Ăшă кăмăл - ĕçре çăмăл»

ПАЛТИЕЛĔНЧЕ пурăнакан Ольга Долгова сентябрь уйăхне чунтан хумханса кĕтнинчен тĕлĕнме кирлĕ мар. Ольга Владимировна - учительница, часах кĕçĕн ывăлĕпе - улттăмĕш класа каякан Антонпа пĕрле алла чечек çыххи тытса шкулалла утĕ.

Ку çеç те мар: Ольга Владимировнăшăн тепĕр пысăк яваплă тапхăр та çитет. Сентябрĕн 18, 19, 20-мĕшĕсем - Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думипе Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсен суйлавĕ. Ольга Долгова вара - Палтиел суйлав участокĕнчи комисси секретарĕ.

Шкула кайичченхи пушă вăхăтпа усă курса, Ольга Владимировнăна темиçе ыйту патăм.

- Кашни суйлавах - пысăк шайри-и вăл, вырăнти пĕлтерĕшлĕ-и - хумханса кĕтетĕп, - йышăнчĕ Ольга Долгова. - Çапла - саккăрмĕш суйлав. Пирвайхи хут суйлав ирттернине халĕ те манман. Комисси председателĕ НурданияХабибуллина пире кашни çыннах ăшă кăмăлпа кĕтсе илме канаш панăччĕ. «Ăшă кăмăл - ĕçре çăмăл», - тетчĕ вăл яланах.

- Ольга Владимировна, ирпе чăн малтан ырă çынна тĕл пулсан ĕçе ăнăçлă вĕçлеме те пулăшни - пурнăç чăнлăхĕ. Эсир хăш суйлавçă пирки: «Унăн алли çăмăл», - теме пултаратăр?

- Ун пек çын пур: педагогика ĕçĕн ветеранĕ Роза Семеновна Минеева. Вăл кашни суйлавах чăн малтан килет, ăшă сăмахпа хавхалану кỹрет.

- Суйлав ахаль кун пек мар, уяв евĕр ирттĕр тесен, комисси мĕн тума пултарать?

- Ку ытларах ял территори уйрăмĕнчен килет. Темиçе çул каялла суйлав вăхăтĕнче илемлĕ пултарулăх коллективĕ концертпа савăнтаратчĕ, буфет ĕçлетчĕ. Темшĕн, юлашки вăхăтра çак ĕç манăçрĕ. Суйлав комиссийĕн председателĕ Раиля Емдиханова çак ыйтупа ял территори уйрăмĕнче калаçма пулчĕ.

- Суйлав - пысăк яваплăх. Комисси членĕсен ĕçĕ çав тери йывăррине хăшĕ- пĕри ăнлансах та каймасть пулĕ...

- Çапла, суйлав валли уйăрнă виçĕ кун урăх нимĕн çинчен те шутлама юрамасть: сасăлав йĕркеллĕ, пысăк активлăхпа ирттĕрччĕ, тетпĕр, саккуна пăснă пĕр тĕслĕх те ан пултăрччĕ.

Çапах та манăн çемье те пур вĕт-ха. Эпĕ - виçĕ ача амăшĕ. Килти хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх, хур-кăвакал усратпăр. Пахча ĕçĕ те нумай. Вăхăтлăха килти пур ĕç çине те алă сулма тивет. Сана суйлав комиссийĕн членĕ пулма шанчĕç пулсан - çак шанăçа таса чунпа тỹрре кăлармалла.

- Ольга Владимировна, манăн суйлав çинчен тахçан çырнă пĕр шỹтлĕ сăвă пур:

«Суйлав, суйлав, суйлав -

Комиссишĕн ĕç - пĕр лав.

Эй, тăванăм - Микихвер хăта,

Ут суйлава, ан ирттер вăхăта!»

- Тĕрĕсех çырнă (кулать). Ĕçĕ, чăнах та, пĕр лав. Нимех те мар, эпир ĕçрен хăрамастпăр, суйлав йĕркеллĕ иртессе шанса тăратпăр.

Ив.САЛАНДАЕВ калаçнă.



21 августа 2026
15:43
Поделиться