«Пирĕн вăй! Вăй!..»
Ятарлă çар операцийĕ тылри халăха пĕр чăмăра чăмăртарĕ. Çак чăмăрта - вăй питти те, халсăрри те, ватти те, вĕтти те. Тĕллев пĕрре - хамăр хỹтĕлевçĕмĕрсене пулăшасси, Çĕнтерĕве май пур таран çывхартасси. СВОн малтанхи тапхăрĕпе танлаштарсан, халĕ тылри çынсен ăнланулăхĕ ỹсни, вĕсем гражданла тĕрĕс позици йышăнни куç кĕрет. Çакна пирĕн Шăмăршă округĕнчи волонтерсен юхăмĕ кунсерен вăй илни çирĕплетет. Фронтри тата госпитальти салтакăмăрсене, вăрçа пула инкек тỹсекен мирлĕ халăха пулăшас- синче шăмăршăсем вышкайсăр пысăк ĕç-пуç тăваççĕ.
... Августăн 18-мĕшĕ. Районти Культура керменĕн спорт залĕ. Ятарлă çи-пуç тăхăннă волонтерсен ушкăнĕсем хăйсен аллипе янтăланă гуманитари япалисене тирпейлĕн, çынна курăнмалăх, йĕркипе лартса-хурса тухнă. Аякран пăхсан, çакă веçех çар пуйăсĕпе ăсатмалли тиеве аса илтерет, паллах, вăрçă тапхăрне туйтарать.
Мĕн кăна çук кунта! Хỹтлĕх япалисем - маскировка сечĕ, утиял, пончо-плащ, «пурнăç» сулли; «шăмă» минтер, вырăн таврашĕ, ал шăлли; çи-пуç - аялти йĕм, шорты, бриджи, пижама, алса-чăлха; гигиена хатĕрĕсем - бритва станокĕ, килте хатĕрленĕ «типĕ» душ, супăнь; нумай вăхăт упранакан апат-çимĕç - каснă салма, «типĕ» яшка, пылак çимĕç, улма-çырла, пахча çимĕç... Тĕлĕнме пăрахаймастăн: çак япаласене куллен çыхма-çĕлеме, пĕçерме мĕнле вăй тата вăхăт çитерет-ши ял çынни? - Вăрçă вăхăт тупма та, чун-чĕрепе тĕрекленсе фронтра тăнăçлăхпа тĕрĕслĕхшĕн çапăçакан Раççей салтакĕсене пулăшма та хистет. Вăйсăрри - вăйланать, вăйли хăй хыççăн ыттисене ертсе пырать.
Васанти - «Эпир - Çĕнтерỹшĕн!» (ертỹçи - Ираида Ефимова), Пуянкассинчи - «Ырă алăсем» (Людмила Федотова), Палтиелĕнчи - «Ырă чĕресем» (Татьяна Долгова), Анат Чаткасри - «Чаткас» (Людмила Николаева), Шăмăршăри «Çĕнтерỹ чĕнĕвĕ» (Надежда Константинова), «Ял хĕрарăмĕсем» (Галина Егорова), «Çĕнтерỹ - пирĕн енче пулать!» (Ираида Пыркина), «Веçех - çĕнтерỹшĕн!» (Валентина Еремеевăпа Галина Веденеева) пуçару ушкăнĕсем, округри Пирвайхисем (Надежда Константинова), Гелия Хамдеева «кĕмĕл» волонтер тăратнă япаласен выставки нихçанхинчен пуян та илĕртỹллĕ пулчĕ. Юнашарах - Чăваш Енĕмĕрĕн ытти округĕ тата Шупашкар хули тăратнă гуманитари япалисем; вĕсем те хальччен курман япаласене тăратнă.
Округра ЧР Правительстви кунĕ иртнĕ май, волонтерсен пĕрлехи выставкипе тĕрлĕ шайри ертỹçĕсемпе представительсем, çавăн пекех отпускри СВО участникĕсем, ГСВГ-ВД ветеранĕсем те паллашрĕç. Вĕсене волонтерсен ушкăнĕсен ертỹçисем хăйсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа кăтартрĕç, паллах, хăйсен аллипе те чун-чĕре ăшшипе ăсталанă япаласене презентацилерĕç. Питĕ пысăк хак пачĕç гуманитари япалисене, округăмăрти волонтерсен юхăмĕ вăйлă сарăлнине те палăртрĕç. Пултаруллă волонтерсене вара тĕрлĕ шайри Тав хучĕсемпе, медальпе чысларĕç. Вĕсен йышĕнче сакăр теçетке урлă каçнă хĕрарăмсем те, вăтам классенче пĕлỹ пухакан ачасем те пулчĕç. Çапла, аслă ăру тĕслĕхне ăша хывса çитĕнет паянхи ăру.
Ăсталăх класĕ те йĕркелерĕç кунта. Шăмăршăсемшĕн нумай вăхăт хушши çунакан-ăшă паракан шăрпăк «пĕрчи», пĕчĕк калăпăшлă «буржуйка» тума вĕренесси, сăмахран, çĕнĕлĕх пулчĕ. Фронтра веçех кирлĕ, веçех - хамăра хỹтĕлекен боецсемшĕн! Тыл çирĕплĕхĕ - фронт хăвачĕ! Çакăнта вăл - пирĕн иксĕлми вăй, килес Çĕнтерỹ хăвачĕ!
Зинаида СВЕКЛОВА.