Сергей АРТАМОНОВ: «Министрсем халăх хушшине тухрĕç»

Сергей АРТАМОНОВ: «Министрсем халăх хушшине тухрĕç»

ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН Правительстви халăхпа тỹрремĕнех тĕл пулмалли «Уçă калаçу» проектпа малалла ĕçлет. Иртнĕ ытларикун Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Сергей Артамонов ертсе пыракан команда Шăмăршă муниципалитет округĕнче пулчĕ.

Халăхпа тĕл пулассине 5 тематика площадкинче йĕркелерĕç: СВО участникĕсем тата волонтерсем; АПК, предпринимательлĕх, промышлен- ность; çамрăксем; социаллă сфера; строительство, çул-йĕр, ЖКХ.

Мероприяти Шăмăршăри Культура керменĕнчи пĕтĕмлетỹ ларăвĕнче малалла тăсăлчĕ. Тĕл пулăва 200 çын ытла хутшăнчĕ: патшалăх сферин представителĕсем, депутатсем, ял старостисем, предприятисен ертỹçисем, пенсионерсем, учительсемпе çĕр ĕçченĕсем, СВО участникĕсемпе волонтерсем.

Уçă калаçăва пуçланă май Правительство Председателĕ Сергей Артамонов мероприяти тĕллевĕпе паллаштарчĕ:

«Эпир сирĕн патăра чунтан калаçма, эсир пирĕн ĕçе тата хăвăрăн округ ертỹлĕхĕн ĕçне мĕнле хакланине пĕлме килтĕмĕр. Чăваш Респу- бликин Пуçлăхĕ Олег Алексеевич Николаев пирĕн умма çакăн пек задача лартрĕ: халăх хушшине тухмалла, кабинетра пăчăхса лармалла мар. Çапла вара паян пирĕн сирĕнпе - пĕр-пĕрне шанмалли уçă калаçу. Енчен те сире мĕн те пулин килĕшмесен - пире тỹрлетĕр, тĕрĕссине калăр. Эсир - çак çĕр çинче пурăнакан, уй-хирте, шкулта, больницăра тата ытти сферăра ĕçлекен çынсем - округ пурнăçĕнче мĕнле çитменлĕх пуррине, мĕн улăштармаллине питĕ лайăх пĕлетĕр. Атьăр-ха çав çитменлĕхсене пĕрлехи вăйпа пĕтерессишĕн тăрăшар!»

«Уçă калаçу» вăхăтĕнче округ республика шайĕнче миçемĕш вырăнта тăнине тата Чăваш Ен аталанăвĕпе паллаштаракан цифрăсене пĕлме май килчĕ.

Шăмăршă муниципалитет округ пуçлăхĕн полномочийĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Александр Сатеев социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăçалхи пĕрремĕш çур çулти кăтартăвĕсене тĕплĕн уçса пачĕ.

Шăмăршă муниципалитет округĕн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн Комплекслă программипе инвестицин 12 проекчĕпе инфраструктурăн 66 проектне пурнăçлама палăртнă. Округра «Ниме - Халăх бюджечĕ» программа çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăраççĕ: 2026-çулта 39 проект пурнăçа кĕмелле.

Юлашки 5 çул хушшинче округра 6 фельдшерпа акушер пункчĕ, 2 врач амбулаторийĕ хута кайнă, вĕсене çĕнĕ оборудованипе тивĕçтернĕ.

Отчетлă тапхăрта округра 1137 тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр хута янă, ỹсĕм 181,9 процентпа танлашать.

Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ, «ЖКХ шкулĕ» проектăн регионти координаторĕ Олег Марков республикăра 2020-2025-çулсенче 10,6 пин çемье пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатни, 1364 обществăлла тăрăха (пространство) тирпей-илем кĕртни, нумай хваттерлĕ 1357 çурта тĕпрен юсани çинчен каласа пачĕ. Норматив ыйтăвĕсене тивĕçтерекен çул-йĕр хисепĕ 70 процента çитнĕ.

Агропромышленность комплексĕн аталанăвĕпе вице-премьер - Ял хуçалăх министрĕ Андрей Макушев паллаштарчĕ. Вăл çакна аса илтерчĕ: 2025-çул Чăваш Республикишĕн тыр-пул тухăçĕпе тата ял хуçалăх производствин эффективлăхĕпе рекордлă çулталăк пулнă. Республика çĕр улми тата хăмла туса илессипе те - Атăл çи Федераци округĕнче пĕрремĕш вырăнта. Выльăх- чĕрлĕх продукчĕ туса илессипе те ĕç кăтартăвĕсем.

Çĕр ĕçченĕсем кăçал та тухăçлă ял хуçалăх культурисем çитĕнтернĕ. Уй-хирти пуянлăха çухатусăр пухса кĕртесси - умра тăракан чи çивĕч задача.

Залра ларакансене Шăмăршă муниципалитет округĕ республика шайĕнче мĕнле ĕçлени интереслентерчĕ. Министр çапла хуравларĕ: тыр-пул тухăçĕпе Шăмăршă округĕ иртнĕ çул республикăра 7-мĕш вырăн йышăннă. Сĕт туса илессипе - 16-мĕш, аш-какай туса илессипе - 11-мĕш вырăнта.

Çав вăхăтрах пирĕн округра ĕç укçи шайĕ республикăри вăтам кăтартуран 25 процент пĕчĕкрех.

Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ Владимир Степанов хăйĕн сăмахĕнче социаллă сфера аталанăвĕ çинчен каласа пачĕ, хăш-пĕр ỹсĕмпе пĕрлех, çитменлĕхсене те асăнчĕ.

Тĕл пулу вăхăтĕнче округра пурăнакансем хăйсене хумхантаракан ыйтусене пама тата çийĕнчех хурав илме пултарчĕç. Шăмăршăсене ĕçмелли таса шыв ыйтăвĕ пуринчен те ытла пăшăрхантарнине Сергей Артамонов та лайăх пĕлет. Çак çивĕч проблемăна татса парассишĕн правительство çине тăрса ĕçлет, шыв ыйтăвĕ çитес çул татăлĕ тесе шутлать.

Шăмăршăра пурăнакан Галина Веденеева пенсионерка истори еткерлĕхĕ шутланакан Хырла валне (Карлинский вал) упраса хăварасси пирки чунтан пăшăрханса калаçрĕ. Министрсен Кабинечĕн Председателĕ çак ыйтăва кон- троле илме шантарчĕ.

Вăрман варринчи Баскак паççулккине çут çанталăк газĕ кĕртесси те кунта пурăнакансене хумхантарать. 21-мĕш ĕмĕрте çуртсене вутăпа хутса ăшăтни - йĕркеллĕ пулăм мар. Çак паççулккă «Чăваш вăрманĕ» Наци паркĕнче вырнаçнă май, газ ыйтăвне татса парасси Мускавран та нумай килет. «Апла пулин те, хамă- рăн та тăрăшмалла, пĕчĕк паççулккăра та пирĕн çынсем пурăннине асра тытмалла», - терĕ Сергей Артамонов.

 Васанти Герман Ларшников-Пэхет ячĕллĕ краеведени музейĕн заведующийĕ Ираида Ефимова çак ялти К.Маркс урамĕнчи çула, çавăн пекех музей çуртне тĕпрен юсама тата ăшăтакан системăна çĕннипе улăштарма ыйтрĕ. Çак ыйтăва та Правительство ертỹçи контроле илесси çинчен пĕлтерчĕ.

Предпринимательсене пулăшасси, ку енĕпе çĕнĕ программăсене хутшăнасси те çынсене хумхантарать. Ярăславпа Васан ялĕсем хушшинчи çула тĕпрен юсасси, каçхине çутатса тăрасси те - пурнăç ыйтăвĕ.

Ытти ыйту та пулчĕ: залра калама ĕлкĕрейменни, министрсемпе фойере тата урамра та калаçма пултарчĕç. Пресс-секретарьсем кашни ыйтăвах çырса илчĕç.

Тĕл пулăва Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Валерий Антоновпа Олег Мешков, Чăваш Республикин Патшалăх Канашне депутата суйлама палăртнă кандидатсем Радимир Егоровпа Леонид Кузнецов та хутшăнчĕç, сăмах тухса каларĕç.

Уçă калаçăва вĕçленĕ май Правительство Председателĕ Сергей Артамонов çакна каларĕ: «Шăмăршă муниципалитет округĕ яланах пуçарулăхпа тата пурнăçри активлă позиципе палăрса тăнă. Округ аталанăвĕ çынран пуçланать. «Халăх сурать - кỹлĕ пулать», - теççĕ. Шăмăршăсене эпĕ çирĕп сывлăх, ăнăçу, телей сунатăп. ГТО нормативĕсене пурнăçлассипе вара округ республикăра чăн малта пуласса çирĕп шанса тăратăп».

Ив.САЛАНДАЕВ.



21 августа 2026
15:23
Поделиться