Шăмăршă çỹп-çапне Патăрьелне турттарĕç

ПАТĂРЬЕЛ ялĕ çывăхĕнче çулталăкра 30 пин тонна йăлари хытă каяшсене сортлакан комплекс тума пуçлани çинчен эпир пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Комплекс хута кайсан, Шăмăршă муниципалитет округĕнче пуçтарăнакан йăлари хытă каяшсене Патăрьелне турттарма пуçлĕç.

Çак объект «Экологи ырлăхĕ» Наци проекчĕпе килĕшỹллĕн çĕкленет. Ăна 2026-çул вĕçлениччен хута яма палăртнă. Иртнĕ кунсенче комплекс тунă çĕрте Чăваш Республикин Çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕ Эмир Бадертдинов ĕçлĕ çул çỹревпе пулнă, стройкăри ĕçпе паллашнă.

Хальхи вăхăтра строительсем васкасах тĕп корпусăн металл конструкцине пуçтараççĕ, пысăк калăпăшлă каяш валли тăвакан площадкăна бетон сараççĕ. Тулашри канализаци сечĕ тăвассине - 95, шыв кĕртессине 90 процент пурнăçланă. Вут-кăвар тухасран шыв упрамалли емкоçа монтаж тăвас ĕç вĕçленет.

Çапах та строительство ĕçĕ графикран юлса пырать-ха. Министр ĕçлĕ планеркăра стройкăра рабочисен йышне ỹстерме тата ĕçе икĕ е виçĕ сменăпа йĕркелеме задача лартнă. Çавăн пекех территорие тирпей-илем кĕртме те халех пуçламалла, комплекс патне пыракан çул çине асфальт сармалла.



21 августа 2026
15:47
Поделиться