Шăнкăрав янăриччен
ÇĔНĔ вĕренỹ çулĕ пуçланиччен шутлă кунсем юлчĕç. Шăмăршă муниципалитет округĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан 4 шкул, шкулчченхи 4 пĕлỹ учрежденийĕ тата хушма пĕлỹ паракан 4 учреждени сентябрĕн 1-мĕшне пысăк хавхаланупа кĕтсе илеççĕ.
Округри вĕренỹ тата çамрăксен политикин пайĕ пĕлтернĕ тăрăх, 2026-2027-вĕренỹ çулĕнче округри шкулсенче 1080 ача пĕлỹ илĕ. (Асра тытмалла: 2025- 2026-вĕренỹ çулĕнче 1157 ача вĕреннĕ). Пĕрремĕш класа 71 ача килĕ (иртнĕ çул - 99 ача).
Хальхи вăхăтра округри вĕренỹ учрежденийĕсенче 175 педагог вăй хурать.
Вĕренỹ учрежденийĕсен хатĕрлĕхне ятарласа йĕркеленĕ комисси тĕплĕн тĕрĕсленĕ. Тĕрĕслỹ çакна кăтартса панă: вĕренỹ учрежденийĕсенче те çурт-йĕре, кабинетсене тата спорт залĕсене косметика юсавĕ тунă;
шкул тата ача сачĕн территорийĕсене тирпей-илем кĕртнĕ;
хăрушсăрлăх системи тивĕçлĕ шайра тесе хакланă.
Вĕренỹ учрежденийĕсенче видеосăнав тата металлодетектор вырнаçтарнă, право йĕркине сыхлакан органсемпе пĕрлехи диспетчĕр служби (ЕДДС) урлă оперативлă çыхăну системине йĕркеленĕ, тĕп хапхапа запасри хапхана, подвалсемпе хушма пỹлĕмсене питĕрсе тăраççĕ. Пур çĕрте те пушар тухнине систерекен сигнализаци йĕркеллĕ ĕçлет.
Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан учрежденисене 10 автобус турттарать. Транспорт техника тĕлĕшĕнчен юсавлă, автобуссене тахографпа тивĕçтернĕ тата ГЛОНАСС системăпа çыхăнтарнă.
Кашни вĕренỹ учрежденийĕнчех вĕри апат çитерессине йĕркелеççĕ. Технологи оборудованийĕ пур çĕрте те юсавлă.
Шкулсене пурне те вĕренỹпе методика литературипе 100 проценчĕпех тивĕçтернĕ. Çакăн валли 1 миллион та 800 пин тенке яхăн бюджет укçипе усă курнă.
Паллă ĕнтĕ, кăçал Карапай Шăмăршă вăтам шкулне тĕпрен юсаççĕ. Контрактăн пĕтĕмĕшле хакĕ - 90 миллион та 452 пин тенкĕ. Пурлăхпа техника никĕсне пуянлатма 7 миллион тенкĕ уйăраççĕ. Мĕн пур ĕçе кăçалхи октябрĕн 6-мĕшĕ тĕлне вĕçлеме палăртнă.
Çапла вара, Карапай Шăмăршă шкулĕнчи 1-, 9- тата 11-классенче вĕренекенсене вăхăтлăха Шăмăршă вăтам шкулне автобуспа турттарĕç. Çакă вĕренỹпе воспитани ĕçĕнче йывăрлăх кăларса тăратмĕ. Çĕнелсе илемленнĕ шкул тепĕр темиçе эрнерен вĕренекенсене ырă сунса йышăнĕ.
Ив.САЛАНДАЕВ.