Çумăрлă куна пăхмасăр

ИРТНĔ эрнере çумăр чарăнма пĕлмерĕ пулин те, халăх ĕçлемесĕр лармарĕ. Ял çынни хĕле хатĕрленет, пахча çимĕç тăварлать - маринадлать тата ытти те.

Шăмăршăри тĕп лапамра вара тирпей-илем субботникĕ иртрĕ. Ял территори уйрăмĕнче тата культура учрежденийĕсенче ĕçлекенсем тавралăха шăлса тасатрĕç, бордюрсене шуратса тухрĕç.

Субботник Васан ял территори уйрăмĕнче те хастар ĕçре иртнĕ. Контейнерсем çывăхĕнчи курăка çулнă, палăк йĕри-таврашне тата ача-пăча вылямалли площадкăсене тирпей-илем кỹнĕ.

Кивĕ Шăмăршăра субботник ял масарĕ çинче иртнĕ. Арçынсем алла триммер тытса курăк çулнă тата йывăç турачĕсене касса тасатнă.



21 августа 2026
15:47
Поделиться