Восточная, Мир, Афанасьев...
ИРТНĔ эрнере округ администрацийĕн пуçлăхĕн полномочийĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Александр Сатеев Шăмăршăри Восточная, Мир тата Афанасьев урамĕсене çитсе курнă. Çак урамсенче хĕрсех асфальт сараççĕ. Александр Сатеев ял çыннисемпе тĕл пулса калаçнă. Вĕсем «Ниме - Халăх бюджечĕ» программăна чунтан ырлани çинчен пĕлтернĕ.