Вĕренỹ программинче - улшăнусем

ÇĔНĔ вĕренỹ çулĕнче çĕр-шывăмăрти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулсенче çĕнĕ предметсем вĕрентме тытăнĕç.

2027-çулхи январь уйăхĕнчен 5-классен программинче «Раççей ăс-хакăл тата кăмăл-сипет культури» («Основы духовнонравственной культуры России») пулĕ. 2027-çулхи сентябрьтен вара 6-7-классем те çак предмета вĕренме тытăнĕç.

«Тăван çĕр-шыв хăрушсăрлăхĕ тата хỹтĕлевĕ» («Основы безопасности и защиты Родины») предмет икĕ курса пайланĕ: «Пурнăç хăрушсăрлăхĕ» («Безопасность жизнедеятельности») тата «Пуçламăш çар вĕренĕвĕ» («Начальная военная подготовка». «Пурнăç хăрушсăрлăхĕ» çитĕнекен ăрăва кил-хуçалăхри приборсемпе тĕрĕс усă курмалли, пушар вăхăтĕнче тата коммуналлă аваринче харпăр хăйне мĕнле тытмалли, экстрен службине чĕнсе илмелли йĕркесемпе паллаштарĕ. Çавăн пекех çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăх, массăллă мероприятире тата çут çанталăк катаклизмĕ вăхăтĕнче харпăр хăйне мĕнле тытмалли çинчен пĕлỹ парĕ. «Пуçламăш çар вĕренĕвĕ» курсăн тĕллевĕ - çамрăксене РФ Конституцийĕнче çирĕплетнĕ наци хăрушсăрлăхĕн, чрезвычайлă лару-тăру, граждансен хỹтлĕхĕн принципĕсене ăша хывма пулăшасси, харпăр хăй тĕллĕн тата ушкăнпа хỹтĕленмелли хатĕрсемпе усă курма тата эвакуаци вăхăтĕнчи правилăсене пăхăнма вĕрентесси. Экстремизмпа терроризма хирĕç тăрассин тата пирвайхи пулăшу парассин ыйтăвĕсем те тĕп вырăнта пулĕç. Çавăн пекех пуçламăш çар пĕлĕвне, пĕтĕмĕшле çар уставĕсене, çар дисциплинине, строй хатĕрленĕвне уйрăм пайсенче вĕрентĕç.

Обществознание аслă классенче çеç вĕрентĕç, истори валли ытларах сехет уйăрĕç.

Хăш-пĕр шкулта 2-8-классенче вĕренекен ачасен тыткаларăшне (поведение) хаклама пуçлĕç.

«Раççей - манăн горизонт» программăна регион пурнăçĕпе çыхăннă занятисем хушăнĕç: экономика, предприятисем, профессисем, карьера тумалли мелсем.

Çапла, пурнăç улшăннăçемĕн шкул программине те çĕнĕлĕх кĕрет.

В.Хорькова,

«Çĕнĕ шкул» проектăн вырăнти координаторĕ.



21 августа 2026
15:52
Поделиться