«Вĕренме кайма пулăш»

«Вĕренме кайма пулăш»

Çак ятпа августăн 13-мĕшĕнче Шăмăршă муниципалитет округĕнче ыр кăмăллăх акцийĕ старт илчĕ. Ун тĕллевĕ: нумай ачаллă тата сахал тупăшлă, çавăн пекех йывăр лару-тăрăва лекнĕ çемьесене канцеляри хатĕрĕсем пухса парасси.

Кăмăл тăвакансене ачасене пулăшма ыйтатпăр. Эсир ача садне тата шкула кайма хатĕрленекен çамрăк ăру валли çак япаласене туянса пама пултаратăр: сăрă, пластилин, тетрадь тата кĕнеке хуплашкийĕсем, тĕслĕ кăранташ, ỹкермелли тетрадь, портфель, рюкзак тата ытти те. Туяннă япаласене çак адреспа çитермелле: Шăмăршă ялĕ, Советская урам, 8-çурт (округ администрацийĕ), 39-кабинет.

Л.Гордеева,

округ администрацийĕн вĕренỹпе çамрăксен политики пайĕн информаципе методика центрĕн методисчĕ.



21 августа 2026
15:42
Поделиться