100 çăл куçлă Шăмăршă тăрăхĕ

ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН Çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министерстви пĕлтернĕ тăрăх, Шăмăршă округĕнче тасатса тирпейленĕ 100 çăл куç шутланать. Вĕсенчен 23-ĕшне Чăваш Енри çăл куçсен Пĕрлехи реестрне кĕртнĕ. Округра кăçал çăл куçсене тасатас тĕлĕшпе 40-е яхăн акци («Асăну сачĕ», «Раççей шывĕ» тата ытти те) ирттернĕ.

Тăрна куçĕ пек тăрă çăл куç шучĕпе уйрăмах Пулмантăш çĕрĕ пуян. Шăпах кунта ĕнтĕ республикипех паллă Çăл куç улăхĕ вырнаçнă.



28 августа 2026
11:11
Поделиться