Ан çунтар чĕрене, ан çунтар...
Ан çунтар чĕрене, ан çунтар,
Ална пар та, санпа уйрăлар.
Эпĕ пĕлетĕп: саван теприне,
Эс шыраттăн ялан хитрине.
Эпĕ çеç пулнă питĕ айван,
Юрату çуккине ăнланман.
Сăмахпа йăпататтăн мана,
Ултавпа ачашлаттăн чуна.
...Иртенпех вĕтĕ çумăр çăвать,
Çумăр мар пуль - куççулĕ юхать.
Ална пар та, санпа уйрăлар,
Пĕр-пĕрне яланлăх манар.
ИРИНА.
Шăмăршă ялĕ.