Антонина Горшкова: «Халăх шанăçне тỹрре кăларасчĕ

Антонина Горшкова: «Халăх шанăçне тỹрре кăларасчĕ

РФ Патшалăх Думин, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсен суйлавĕччен нумай юлмарĕ. Çавна май пирĕн корреспондент Кивĕ Шăмăршă ялĕн 2109№ суйлав участокĕн комиссийĕн председателĕпе Антонина Горшковăпа калаçу йĕркелерĕ.

- Ырă кун пултăр, Антонина Анатольевна! Каçарăр та, чăрмантармастăп-и? Эсир ĕçре мар-и?

- Çу-у-ук, паян Шăмăршăра мар эпĕ. «Домашний» магазин та, тавар туянакансем те Горшкова сутуçăсăр тунсăхлаччăр-ха терĕм (кулать). Тĕрĕссипе, августăн 20-мĕшĕнче - суйлав комиссийĕн обхочĕ пуçланчĕ. Алла планшет тытрăм та ял-йыш патне тухрăм. Кашни суйлавçăпа тĕл пулса вĕсен даннăйĕсене тĕрĕслемелле, сасăлав вăхăчĕпе йĕрки çинчен аса илтермелле. Кашнин шухăш-кăмăлне, лару-тăрăвне пĕлес килет.

- Хăвăрах тухнă-ха Эсир?

- Унсăрăн епле пултăр! Эпĕ - вырăнти участок комиссийĕн председателĕ. Манăн кашни суйлавçă пирки пĕлсе тăмалла.

- Питĕ яваплă ĕç! Хăçантанпа суйлав комиссийĕнче?

- 20 çула яхăн Кивĕ Шăмăршă ялĕн суйлав участокĕн комиссийĕнче тăрăшатăп. Малтан - членччĕ, унтан - председатель çумĕ. Пилĕк çула яхăн председатель тивĕçне пурнăçлатăп.

- Суйлав комиссийĕн ĕçне пуçăннă саманта ас тăватăрах ĕнтĕ...

- Паллах. Çав тери хытă хумхантăм. Пултараймасран шикленнĕ ĕнтĕ. Александр Ефремов председательпе Ирина Ендиерова секретарь хавхалантарнипе те пулăшнипе общество ĕçне йĕркеллех туса пыма хăнăхрăм. Тавах вĕсене!

- Халĕ Хăвăр ыттисене сĕнỹ-канаш паратăр. Антонина Анатольевна, хăть мĕн каласан та, ял хĕрарăмĕшĕн суйлав комиссийĕн лавне туртса пыма пĕртте çăмăл мар. Эсир - кил хуçи, суту-илỹ ĕçченĕ (округ центрне ĕçе çỹретĕр), анне... Мĕнле ĕлкĕретĕр?

- Килĕшетĕп, кил-хуçалăха тытса пыма чун çирĕплĕхĕ кирлĕ. Ялан вăхăт çитмест. Ĕне, пăрусем, хур-кăвакал, чăх-чĕп усратăп. Пахча-анкартинче нумай вăхăт ирттеретĕп. Ывăнтарать. Хам ỹстерекен чечексем (вĕсем пахчара та, пỹртре те нумай) çине пăхатăп та - таçтан вăй-хал тупăнать, вара çĕнĕ хăватпа малалла ĕçлетĕп. Эпĕ - виçĕ ача амăшĕ. Шухăшăм яланах ывăл-хĕр çинче. Елена çемьеллĕ ĕнтĕ, икĕ ача амăшĕ; Шăмăршă больницин хирурги уйрăмĕн медицина сестри. Анатолий - Рязаньти В.Ф.Маргелов ячĕллĕ гварди сывлăш десанчĕн аслă команднăй училищĕн 4-курс студенчĕ. Ывăлăм авланчĕ; çак кунсенче çемйинче хĕр пĕрчи çуралчĕ. Çапла, эпĕ тата - кукамай, асанне. Мăнуксем тата та пулччăр-ха - питĕ юрататăп ачасене. Зоя хĕрĕм аппăшĕн çулне суйларĕ: кăçал Шăмăршă вăтам шкулĕн 9-класĕнчен вĕренсе тухрĕ, Канашри медицина колледжĕн студенчĕ пулса тăчĕ. Ачамсем мана кил-хуçалăхри ĕçсене тума яланах пулăшнă, халĕ те, май тупăнсанах, ман патăма васкаççĕ. Суйлав кампанийĕн тапхăрĕнче, уйрăмах суйлав кунĕсенче, выльăх-чĕрлĕх вĕсен шанчăклă аллинче.

- Антонина Анатольевна, сентябрьти суйлава хутшăнакан чи аслă çынсем камсем-ха ялта? Пирвайхи хут сасăлакансем пур-и тата?

- Виççĕн вĕсем - аслă ăрури хисеплĕ çыннăмăрсем (пурте 1940-çулта çуралнă): Валентина Ларшникова, Нина Ларшникова, Николай Сергеев. Çак ĕç ветеранĕсемшĕн суйлав - уявпа тан.

Никита Сергеев, Любовь Семенова студентсем кăçал пирвайхи хут хăйсен сассине ку е вăл кандидатшăн парĕç.

- Суйлавçăсем хушшинче уйрăмах палăрнă граждансене асăнăр-ха?

- Хаваспах. Анатолий Терентьев (чунĕ канлĕхре пултăр), 90-ран иртсен те, хăй урипе утсах пыратчĕ суйлава. Паспортне мантарса хăварни пĕрре мар пулнă унăн. «Эп клубран инçе пурăнмастăп, час илсе килетĕп документа», - тетчĕ те çаврăнса утатчĕ. Тепре килсе, паспортне сумлăн кăтартса, бюллетень илетчĕ. Çакă айккинчен кулăшла курăннă пулĕ, анчах Анатолий Феоктистович суйлавра хăйне чăн-чăн гражданин пек кăтартнине пурте ăнланатчĕç.

- Эсир - суйлав системин пĕр пайĕ. Кун пирки мĕн калама пултаратăр?

- Манăн - председателĕн - комисси членĕсен ĕçне тĕрĕс йĕркелемелле. Пĕрлехи вăйпа сасăлав ăнăçлăхĕшĕн яваплă пулмалла. Çакă - халăх шанăçне тỹрре кăларни, Кивĕ Шăмăршă ялĕн чысне çỹлте тытни пулĕ.

Зинаида СВЕКЛОВА калаçнă.

 



28 августа 2026
11:18
Поделиться