Аслисемпе тан вăй хучĕç

ÇĔНĔ вĕренỹ çулĕ пуçланиччен шутлă кунсем юлчĕç. Çуллахи каникул вара Кивĕ Чукалти Егор Малеевпа Юрий Малеевшăн çĕкленỹллĕ кăмăлпа та усăллă ĕçпе асра юлĕ. Çамрăксем - Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕн 11-класĕн вĕренекенĕсем. Вĕсем аслисене кил-хуçалăхри ĕçсене тума пысăк пулăшу пачĕç.

Егор пахча-анкартине ĕçленипе пĕрлех ашшĕпе тетĕшне вутă çурма пулăшрĕ, пура пураламалли пĕренесене шуратса пачĕ.

Юрий ашшĕне пилорамăри ĕç-пуçа тумашкăн пулăшрĕ. Çавăн пекех хирте илнĕ çĕр çинче выльăх-чĕрлĕх валли утă хатĕрлеме хутшăнчĕ.

Каччăсен ĕçĕпе ашшĕ-амăшĕ кăмăллă. Ывăлĕсем ĕçчен çитĕнни вĕсене питĕ савăнтарать. Юлташĕсемшĕн те Егорпа Юрий - ырă тĕслĕх.

И.Малеева,

педагогика ĕçĕн ветеранĕ.

Кивĕ Чукал ялĕ.



28 августа 2026
11:16
Поделиться