Автомобиль покрышкисене пухатпăр

Чăваш Енре автомобильсен усă курман покрышкисене пухас тĕлĕшпе акци пуçланчĕ. Вăл, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин Чăваш Енри «Таса çĕр-шыв» тата «Симĕс экономика» пуçарăвĕсемпе килĕшỹллĕн, «Татнефть» компани пулăшнипе иртет.

Экологи акцине Шăмăршă муниципалитет округĕ те хутшăнать. Çапла майпа чĕр тавара иккĕмĕш «пурнăç» панипе тавралăха сиен кỹрессине чакарма май пуррине çирĕплетет.

Кивĕ покрышкăсене ватса-вĕтетсе резина тĕпренчĕкĕсене (крошки) çавăраççĕ. Вĕсенчен автомобильсем валли çĕнĕ покрышка тăваççĕ, экологи тĕлĕшĕнчен таса материал компоненчĕ тата экотопливо валли усă кураççĕ.

Граждансем çак акцие хутшăнни - регион аталанăвне тỹпе хывни тата экологи тĕллевне пурнăçа кĕртни.

Округ çыннисене экологи акцине хастар хутшăнма ыйтатпăр.

Çăмăл автомобильсен тата грузовиксен усă курман покрышкисене çак адреспа йышăнатпăр: Шăмăршă ялĕ, Советская урам, 8-çуртăн (округ администрацийĕн) картишĕ.

Йĕркелỹ комитечĕ.



28 августа 2026
11:17
Поделиться