Демографие лайăхлатма ваттисен те пулăшмалла

Демографие лайăхлатма ваттисен те пулăшмалла

«ШУРĂМПУÇ» кăларăмра («Шăмăршă хыпарĕ», 2026-çулхи июлĕн 17-мĕшĕ) «Кĕркури, сан хĕр пур-и?» статья пичетленсе тухсан чылайччен шухăшласа çỹрерĕм. Чăнах та, демографи лару-тăрăвне лайăхлатас тесен мĕнле мера йышăнмалла? Ялсенче авланман каччăсем нумай, вĕсем валли хĕр ăçтан тупмалла? Çамрăксем мĕншĕн тăван ялта, округра пурăнасшăн мар?

Ман шутпа, демографи япăхланнишĕн патшалăха кăна айăплани тĕрĕс мар. Патшалăх ашшĕ-амăшне ача çуратнăшăн укçа парса хавхалантарать, мĕн чухлĕ ача нумайрах - пулăшăвĕ те ытларах.

Шел те, укçапа хавхалантарни ача çуралассине сисĕмлех ỹстереймерĕ. Апла пулсан, сăл-тавĕ урăххинче?

Çамрăк çемьесем мĕншĕн ача çуратма васкамаççĕ е хăраççĕ?

Кунта тĕрлĕрен калама пулать: округра ĕç вырăнĕ çукки те, пурăнмалла çурт-йĕр çавăрма укçа-тенкĕ çитменни те, хăш-пĕр ялта шкул тата ача сачĕ хупăнни те демографие лайăхлатма чăрмантараççĕ.

Тем тесен те, ваттисен пулăшăвĕсĕр, вĕсен ырă канашĕсĕр çамрăксене ялта çирĕплетсе хăвараймăпăр. Аслă ăру çыннисен вĕсене çурт лартма çеç мар, ачисене пăхса ỹстерме те пулăшмалла. Укçа-тенкĕпе те, ăс парса та çамрăк çемьене вăй илме май туса памалла.

35-40-е çитиччен авланмасăр пурăнакан ывăлсене хĕр тупса пама та пулăшмалла. Ĕлĕк ялта евчĕсем пулнă. Халĕ те çепĕç калаçма пултаракан, хĕр кăмăлне çавăрма вăй çитерекен хĕрарăмсем пур. Вĕсене демографие лайăхлатмалли «программăна» явăçтармалла, ырă ĕçшĕн укçа парса хавхалантарни те кирлĕ.

Паллах, округа ертсе пыракансен çамрăксем валли хулари пек интереслĕ пурнăç туса парассишĕн тăрăшмалла. Эрнере пĕр-икĕ кун ĕçлекен сивĕ клуб кама илĕртĕ? Çамрăксем валли ташă каçĕ йĕркелеме, Шупашкартан е ытти хуларан эстрада артисчĕсене чĕнсе илме кам чăрмантарать?

Пирĕнпе кỹршĕллĕ Тутарстанри Çĕпрел районĕнче çамрăксем валли ятарласа çулталăкра 17 (!) фестиваль йĕркелеççĕ. Эпир вара Çамрăксен кунĕнче музыка кĕрлеттернипех çырлахатпăр. Округра тахçантанпах «Чи лайăх çамрăк механизатор», «Чи лайăх çамрăк доярка», «Чи лайăх çамрăк медработник», «Чи лайăх çамрăк вăрманçă», «Чи лайăх çамрăк учитель», «Чи лайăх çамрăк предприниматель» тата ытти хисеплĕ ят пама пăрахнă.

Çамрăксем çине алă сулмалла мар, вĕсене тăван çĕр çинче пурăнма хавхалантармалла, пулăшсах тăмалла. Вара демографи те лайăхланасса çирĕп ĕненетĕп.

С.ИВАНОВ.



28 августа 2026
11:20
Поделиться