Ĕçекен каччă кама килĕштĕр?

ШЕЛ ТЕ, паянхи пурнăçра эрех-сăра енне туртăнакан çамрăксем те сахал мар. Вĕсем хăйсене хĕрсем тиркенишĕн кăмăлсăр: «Чиперккесем пуян каччăсене çеç кăмăллаççĕ», - теççĕ.

Анчах та кунта каччă пуян е чухăн пулни тĕп вырăнта мар: кашни хĕрех йĕркеллĕ, сăпайлă, эрех-сăрапа иртĕхмен çамрăк çынпа паллашасшăн. Хăйне тытма пĕлмен, усал сăмахпа перкелешекен, ĕçлеме юратман каччă кама кирлĕ?

Чăнах та, хăш-пĕр хĕр пуяннине çеç шырани те вăрттăнлăх мар.

Шел те, пĕрлешсе çемьеллĕ пулсан, вĕсен çемйи часах арканни тăтăш тĕл пулать. Юратăва укçапа сутăн илеймĕн, чун-чĕререн савакан çынна çеç качча тухма тăрăшмалла. Кайран ỹкĕнмелле ан пултăрччĕ.

СВЕТЛАНА.



28 августа 2026
11:22
Поделиться