Йывăр вырма

ÇАНТАЛĂК йĕпе-сапаллă тăнипе, çĕр ĕçченĕсем уяртнă кашни кунпа çеç мар, кашни сехетпе тухăçлă усă курма тăрăшаççĕ.

Округ администрацийĕн экономикăпа ял хуçалăх пайĕн тĕп специалисчĕ Ильмира Тепитова пĕлтернĕ тăрăх, августăн 26-мĕшĕ тĕлне округра 2099 гектар кĕр тыррине (100 процент) пуçтарса кĕртнĕ. Вăтам тухăç - кашни гектартан 38,6 центнер.

Уйрăм культурăсене илсен, хирти лару-тăру çапла:

905 гектар урпана пуçтарса кĕртнĕ, вăтам тухăç - гектартан 33,7 центнер;

134 гектар сĕлле вырса çапнă, вăтам тухăç - гектартан 30 центнер;

150 гектар пăрçана пуçтарса кĕртнĕ, вăтам тухăç - гектартан 24,5 центнер.

Шăмăршăри Александр Егоров фермер 96 гектар кĕрхи рапс акса хăварнă. Çак кунсенче кĕрхи тулă акма пуçăнасшăн.



28 августа 2026
15:55
Поделиться