Красный бора та савăнăç çитрĕ
ШĂМĂРШĂ муниципалитет округĕ çитес çул хăйĕн 100 çулхи юбилейне паллă тăвĕ. Çавна май округ центрĕнче тата ялсенче чи çивĕч ыйтăва - çул тăвассине тата юсассине - татса парас тĕлĕшпе пысăк ĕç пырать.
Хальхи вăхăтра подрядлă организаци - «Эльбрус» ООО - Шăмăршăри Красный бор урамри çула тĕпрен юсать. Çак ĕç «Транспорт тытăмне аталантарасси» программăна кĕрекен «Хăрушсăрлăхсăр çулсем» проектпа килĕшỹллĕн пурнăçланать.