Павлин, фазан, Африка страусĕ - çаксене пурне те Çĕнĕ Шăмăршăра курма пулать

Павлин, фазан, Африка страусĕ -  çаксене пурне те Çĕнĕ Шăмăршăра курма пулать

ÇАПЛА, пысăк хулари зоопарка кайса çỹремесĕрех - хамăр округри Çĕнĕ Шăмăршă ялĕнчех - тĕрлĕ вĕçен кайăка курса савăнма пулать. Хальлĕхе туристсем кун пирки пĕлмеççĕ те пулĕ, анчах хаçатра çырнă хыççăн çак яла çул тытакансем пулаççех тесе шутлатпăр.

Килти «зоопарк» хуçи - Марина Васильева - кỹршĕри Тутарстанри Çĕпрел районĕнче çуралса ỹснĕ. Çĕнĕ Шăмăршă ялне куçса килнĕренпе чылай вăхăт иртнĕ ĕнтĕ. Марина - тăватă ача амăшĕ. Чун юратнă ĕçĕ - ял хуçалăхĕ. Кĕнеке вуласа, Интернет урлă пĕлỹ пухса вăл таврара çук чаплă ферма йĕркеленĕ. Унта павлин, фазан, страус, цесарка, руан ăрачĕллĕ кăвакал тата ытти кайăк-кĕшĕк ĕрчетме тытăннă.

Паллах, страус усранипе çеç тутă пулаймăн. Çемье ферми кăркка çитĕнтерессипе специализациленнĕ. Çулталăкра 500 штук ытла какайлăх кăркка пăхса ỹстереççĕ. Çынсене экологи тĕлĕшĕнчен таса аш-какайпа тата çăмартапа савăнтараççĕ.

Марина Васильева 2025-çулта Раççей Ял хуçалăх министерствин «МедиаПол» премийĕн финалистки пулнăччĕ. Унăн «Çемье ферми» проектне комисси пысăк хак панă.

Васильевсем хăйсен ферми туристсене илĕртекен вырăн пуласса çирĕп шанаççĕ. Шăмăршă округĕн турист карттине туса хатĕрленĕ чух унта Çĕнĕ Шăмăршă ялне те кĕртсен питех те аван пулĕччĕ. Пирĕн ен «Чăваш вăрманĕ» Наци паркĕпе çеç мар, Марина Васильева фермер пек тĕлĕнмелле интереслĕ çынсемпе те мухтанма пултарать.

Маринăна вара эпĕ çак сăвă йĕркисене халаллатăп:

«Йывăр пулсан та, пуçна эс ан ус:

Ĕрчеччĕр павлин, фазан та страус.

Туристсем килччĕр çуран е машинпа -

Эпир мухтанатпăр пултаруллă çынпа!»

Ив.САЛАНДАЕВ.



28 августа 2026
11:19
Поделиться