Паян - Тырă сăпасĕ, Успени

Августăн 28-мĕшĕ - Тырă (Мăйăр) сăпасĕ, Турă Амăшĕ леш тĕнчене куçнă кун. Кун пирки тĕн кĕнекисенче çапла ăнлантараççĕ. Иисус Христос пĕлĕт çине Елеон тăвĕ çинчен çĕкленсен таса Хĕр Мария Иоанн пĕрмай кунта Турра кĕл туса пурăннă, Ывăлăм Христос Туррăм патне каясчĕ тесе йăлăннă. Пĕррехинче Гавриил архангел Ăна виçĕ кунтан вилессине пĕлтернĕ, райри йывăç туратне панă, вăл турат çиçĕм пек çиçсе тăнă... Августăн 15 (29)-мĕшĕнче апостолсем Турă Амăшĕ выртакан пỹлĕме çуртасем çутнă, псаломсем юрласа тăнă. Сасартăк, пỹрте çутатса Иисус Христос ангелсемпе пĕрле Таса Хĕр-Марийăн чунне илме пĕлĕт çине аннă. Турă Амăшĕ Ăна курсан савăнса каланă: «Манăн чунăм Турра аслăлать...» Унтан вырăнĕ çинчен тăрса Христоса тайăлса пуç çапнă. Вырăнĕ çине выртсанах ун чунĕ тухса кайнă, чунне Иисус Христос Хăй пĕлĕт çине илсе кайнă. Çавăн чухне нумай чирлĕ çын Унăн ỹтне сĕртĕннипе сывалнă... Турă Амăшĕ пире пурсăмăра та пĕр пек хĕрхенет, накама та уйăрмасть, чунтан йăлăнсан инкек-хуйхăра пулăшать.

Чиркỹсенче Тырă сăпасĕнче Иисус Христосăн Алăсăр тунă сăнĕллĕ катан пире (пĕрремĕш турăшсене ун çине пăхса ỹкернĕ) Эдессăран Константинополь хулине илсе кайни çинчен кĕлĕ вулаççĕ. Алăсăр тунă Сăпас иконĕ Эдесса хулин патшине (правительне) чĕртнĕ. Çавна май Алăсăр тунă Сăпас иконĕ çав кунăн символĕ шутланать.

Мăйăр сăпасĕ тесе шăпах ăна пуçтаракан вăхăта кура каланă. Августăн 29-мĕшĕ тĕлне мăйăр пулса çитет теççĕ. Ăна та чиркỹре сăваплаççĕ. Кунсăр пуçне, пирвайхи ырашпа тулла çапса илеççĕ. Çĕнĕ тырăран пĕçернĕ çăкăр тата мăйăр çак уявра сĕтел çинче тĕп вырăн йышăнаççĕ. Тырă (Мăйăр) сăпасĕ тĕлне ĕлĕкрен пусăсемпе çăл куçсене тасатнă, мунча кĕнĕ, шĕшкĕ милĕкĕпе çапăннă.

Георгий Хитров протоиерей,

Палтиелĕнчи Çветтуй Михаил Архангел ячĕллĕ чиркỹ настоятелĕ.



28 августа 2026
11:23
Поделиться