Педагогсем канашларĕç

Педагогсем канашларĕç

Августăн 26-мĕшĕнче пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулсемпе шкулчченхи вĕренỹ учрежденийĕсен педагогĕсем округ центрне пухăнчĕç.

Малтанах Шăмăршă вăтам шкулĕнче уйрăм предметпа вĕрентекенсен, ертỹçĕсемпе советниксен секци ларăвĕсем иртрĕç. Педагогсем пĕр-пĕрне ĕç опычĕпе паллаштарчĕç, вĕрентỹпе воспитани ĕçĕн чи çивĕч ыйтăвĕсене сỹтсе яврĕç, малашлăх ĕç планне йышăнчĕç.

Шăмăршăри Культура керменĕнче вара «Пуласлăх регионĕ - Чăваш Республики: кадрсем ỹстеретпĕр» темăпа педагогсен Августри конференцийĕ пулчĕ.

Тĕплĕнрех хаçатăн çитес номерĕнче паллаштарăпăр.



28 августа 2026
15:54
Поделиться