Пирĕн фермерсем республикипех палăрнă
ÇАК кунсенче Етĕрне муниципалитет округĕнче республикăри фермерсен слечĕ пулса иртнĕ. Слетри чи ăнăçлă ĕçлесе пыракан фермерсене палăртнă.
Çакă савăнтарать: республикăри малта пыракан вунă фермер йышне пирĕн округри Олег Хлюкина, Александр Егорова тата Геннадий Макарова кĕртнĕ. Саламлатпăр!