Çĕпĕр стрелокĕсем Шăмăршăпа Шамккай вулăсĕсен ятне яман
РАÇÇЕЙ çарĕнчи Çĕпĕр полкĕсен мухтавлă историйĕ XIII- ĕмĕр вĕçĕнчех - Ермак Çĕпĕре çĕнсе илнĕ хыççăн Китай патшалăхĕпе чикĕ йĕркеленĕ тапхăрта - çырăнма пуçланă.
Пĕрремĕш тĕнче вăрçи вăхăтĕнче Çĕпĕр стрелок полкĕсенче Шăмăршă тата Шамккай вулăсĕсенчен фронта илнисем те паттăррăн çапăçнă.
Архиври документсем Михаил Николаев (Хайпăла ялĕ) - 40-мĕш Çĕпĕр стрелок полкĕнче, Кузьма Ширшлин (Энтĕрьел) - 30-мĕш Çĕпĕр стрелок полкĕнче, Александр Яковлев (Шăмăршă) - 21-мĕш Çĕпĕр стрелок полкĕнче, Семен Козлов (Çĕнĕ Тăрăн) - 43-мĕш Çĕпĕр стрелок полкĕнче, Иван Бочурин (Палтиел) - 43-мĕш Çĕпĕр стрелок полкĕнче, Павел Харитонов (Энтĕрьел) - 16-мĕш Çĕпĕр стрелок полкĕнче, Петр Артемьев (Шамккай) - 16-мĕш Çĕпĕр стрелок полкĕнче, Михаил Фролов (Ярăслав) - 16-мĕш Çĕпĕр стрелок полкĕнче, Михаил Сетнеров (Энтĕрьел) - 16-мĕш Çĕпĕр стрелок полкĕнче, Павел Горбунов (Кахăрлă Шăхаль) - 4-мĕш Çĕпĕр стрелок полкĕнче, Петр Рахманов (Кивĕ Шăмăршă) - 22-мĕш Çĕпĕр стрелок полкĕнче, Сидор Захаров (Тури Чаткас) - 32-мĕш Çĕпĕр стрелок полкĕнче, Захар Григорьев (Хайпăла) - 14-мĕш Çĕпĕр стрелок полкĕнче, Николай Краснов (Хайпăла) - 85-мĕш Çĕпĕр стрелок полкĕнче, Дмитрий Мадуров (Васан) - 38-мĕш Çĕпĕр стрелок полкĕнче, Егор Мресов (Пуянкасси) - 38-мĕш Çĕпĕр стрелок полкĕнче, Николай Терентьев (Васан) - 38-мĕш Çĕпĕр стрелок полкĕнче, Шакирзян Азизов (Патирек) - 21-мĕш Çĕпĕр стрелок полкĕнче, Петр Иванов (Ярăслав) - 38-мĕш Çĕпĕр стрелок полкĕнче, Роман Якушов (Васан) - 20-мĕш Çĕпĕр артиллерипе стрелок дивизийĕнче, Андрей Юдин (Шамккай) - 8-мĕш Çĕпĕр стрелок полкĕнче, Михаил Никифоров (Шамккай) - 22-мĕш Çĕпĕр стрелок полкĕнче, Андрей Щукин (Шамккай) - 16-мĕш Çĕпĕр стрелок полкĕнче, Федор Корчагин (Никишино) - 25-мĕш Çĕпĕр стрелок полкĕнче, Николай Веденеев (Кивĕ Чукал) - 17-мĕш Çĕпĕр стрелок полкĕнче, Замалетдин Замалетдинов (Палтиел) - 18-мĕш Çĕпĕр стрелок полкĕнче, Василий Вылихов (Вырăс Чукал) - 38-мĕш Çĕпĕр стрелок полкĕнче, Сергей Савельев (Тури Чаткас) - 22-мĕш Çĕпĕр стрелок полкĕнче, Михаил Рубцов (Вырăс Чукал) - 38-мĕш Çĕпĕр стрелок полкĕ нче, Калимулла Хайретдинов (Асанкасси) - 40-мĕш Çĕпĕр стрелок полкĕнче çапăçнине çирĕплетеççĕ.
Ку - тулли список мар, Çĕпĕр полкĕсене каярах хутшăннисене шута илмен. Пĕтĕмпе вара Шăмăршăпа Шамккай вулăсĕсенчен 100 ытла çын Çĕпĕр пол- кĕсенче тăшманпа кĕрешнĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ, икĕ вулăс та стрелоксене шефа илме йышăннă.
Вырăс çарĕнче кашни полкăн полк оркестрĕ тата полк гимнĕ (марш) пулнă. Пуянкасси çамрăкĕ Егор Мресов - салтака кайиччен хут купăс калама вĕреннĕскер - 38-мĕш Çĕпĕр стрелок полкĕн оркестрĕнче тăнă.
Чăн малтанхи çапăçăва Çĕпĕр полкĕсем вырăс крепоçне Осовеца хỹтĕленĕ чух кĕнĕ, ун чух вĕсем тăшманăн икĕ туппине туртса илнĕ. Малалла Лодзинскоперацийĕнче тата Август вăрманĕнчи хаяр çапăçусене хутшăннă. Çĕпĕр стрелокĕсем çак тытăçу пирки юрă та хывнă:
Залпом встретили германца,
А мы грянули «Ура».
Завязался бой кровавый,
Длился ровно до полдня.
Долго силы колебались,
Много крови пролилось.
Много выбыло из строя,
Много жертв из нас легло.
Зато слава прогремела
Про сибирских про стрелков!
Вăрçă тăрăшшĕпех Шăмăршăпа Шамккай вулăсĕсенче пурăнакансем Çĕпĕр полкĕсене ăшă тум-тир, апат-çимĕç парса пулăшнă.
1914-çулхи сентябрĕн 14-мĕшĕнче Шăмăршăра II-Николай патша хĕрне Татьяна Николаевнăна чысласа ун ячĕллĕ комитет йĕркеленĕ, ăна «Татьянинский» ят панă. Çак комитет пуçарнипе, 1914-çулхи хĕл кунĕсенче вулăсри халăхран çăнăх, сĕлĕ, ыраш, пиртен çĕленĕ кĕпе-йĕм, тиртен тунă кĕске кĕрĕк, алса-чăлха, укçа пуçтарса Хĕрле Хĕресĕн ыр кăмăллăх фондне хывнă. Чиркỹри литургия вăхăтĕнче те ырă кăмăллă çынсем ятарласа лартнă савăт çине («Кружечный сбор») укçа хунă.
Çара пулăшакан Хĕрлĕ Хĕрес обществи Пăва уесĕнчи çар займĕн облигацийĕсене сарассине йĕркелесе янă. Шăмăршă вулăсĕнче пурăнакансене - 500 тенкĕлĕх, Шамккай вулăсĕнче 345 тенкелĕх займ çырăнтарнă.
1916-çулхи мартăн 16-мĕшĕнче Шăмăршăпа Шамккай вулăсĕсем шефа илнĕ Çĕпĕр полкĕсене пысăк парне - 52 мăшăр çăм чăлхапа нуски, 22 пир кĕпе, 76 штук йывăç кашăк, 1 пăт махорка, 50 мăшăр пурттенкке (портянки) ăсатнă.
Ив.САЛАНДАЕВ.
(Статья çырнă чух автор Ульяновск облаçĕн патшалăх истори архивĕн докуменчĕсемпе усă курнă)