«Пĕрлĕхлĕ Раççей» Халăх программине йышăннă
АВГУСТĂН 25-мĕшĕнче Шупашкарта «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин Чăваш регион уйрăмĕн 38-мĕш Конференцийĕн виççĕмĕш тапхăрĕ иртнĕ. Унта делегатсем регионти Халăх программине («Эпир - пулнă, пур тата пĕрлех пулăпăр!») сỹтсе явса йышăннă.
Конференцире сăмах илсе, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев çапла палăртнă: «Халăх программине йĕркелеме çĕр-шыв çыннисем анлăн хутшăннă. Пурĕ 3 миллион ытла сĕнỹ пулнă, çав шутра 120 пин ытла сĕнỹ - Чăваш Республикинчен. Çакăн пек пысăк активлăх çынсем хăйсем пурăнакан территорие аталантарассишĕн тăрăшнине çирĕплетет, çак сĕнỹсем тивĕçлĕ йышăну тума пулăшĕç».
Регион пуçлăхĕ «Максра» власть органĕсене тата муниципалитетсене кашни сĕнỹпе тимлĕн ĕçлеме, çынсен шухăшне шута илме хушни çинчен пĕлтернĕ.
Программăн тĕп пайĕнче ятарлă çар операцине хутшăнакан çынсене пулăшасси пысăк вырăн йышăнать. Çавăн пекех ачасемпе нумай ачаллă çемьесене тивĕçлĕ пулăшу парасси те пысăк тимлĕхре пулĕ.
А.АЛЕКСАНДРОВА.