Çĕр улми мĕн хак?
ÇАНТАЛĂК йĕпе-сапаллă тăнине пăхмасăр ял çынни васка-васка çĕр улми кăларать. Тухăç пĕлтĕрхинчен кая мар тесе шутлаççĕ.
Çĕр улми хакĕ мĕн чухлĕ-ха? Шупашкарта пĕр килограмне 20-25 тенкĕпе сутасси çинчен икĕ-виçĕ пĕлтерỹ пичетленнĕ. Шăмăршăра та кунтан хаклă пулмĕ тесе шутлатпăр. Чăнах та, пасарти хак чакма та, ỹсме те пултарать.