Раççей Ялавĕн кунĕнче - çĕнĕ çемье
РАÇÇЕЙ ФЕДЕРАЦИЙĔН Патшалăх Ялавĕн кунĕ Шăмăршăра пурă- накан Дмитрипе Анна Силюковсемшĕн ĕмĕрлĕхех асра юлĕ. Çак кун ЗАГС пайĕнче çĕнĕ çемье çуралчĕ: пĕр-пĕрне чунтан-чĕререн юратакан икĕ çамрăк пурнăç тăршшĕпех килĕштерсе те хисеплесе пурăнма тупа турĕ.
Силюковсен çемйи ялаври шурă тĕс пек - таса та илемлĕ, кăвак тĕс пек - шанчăклă, хĕрлĕ тĕс пек вăй-хăватлă пултăр.