Шывра путса вилнĕ
АВГУСТĂН 22-мĕшĕнче 19 сехет те 20 минутра 111 службăна Хайпăла ялĕ çумĕнчи çырмара 36 çулти çамрăк арçын путса вилни çинчен хыпар çитнĕ.
Инкеклĕ лару-тăру пулнă вырăна çийĕнчех следствин оперативлă группи тĕрĕсленĕ, судпа медицина экспертизи ирттереççĕ.
Граждансем! Çанталăк сивĕтсе пынă май шыва кĕме пачах та юрамасть, сасартăк шăнăр туртса лартни пысăк инкек патне илсе çитерме пултарать.
Ача-пăча шыв хĕррине пырасран уйрăмах асăрхануллă пулăр, вĕсене аслисен тимлĕхĕсĕр ан хăварăр.