Шкул библиотекисене - çĕнĕ литература
ÇĔНĔ вĕренỹ çулне округри шкул библиотекисем кĕнеке фончĕ чылай пуянланнипе кĕтсе илеççĕ. «Çамрăксем тата ачасем» Наци проекчĕпе килĕшỹллĕн, вĕренỹ литератури туянма бюджетран 1,8 миллион тенке яхăн уйăрнă. Çавна май библиотека фончĕ тата 2500 ытла çĕнĕ кĕнекепе пуянланнă.
«Кĕнеке вулăпăр - ăслă-тăнлă пулăпăр!» - çак тĕллевпе шкула утмалла паян ачасен.