Шкул чĕнет!
Паян вăрантăм иртерех,
Пулас килет ман хитререх.
Чечек çыххи те хатĕр, ав -
Чун савăнать, паян - уяв!
Шкула васкатпăр йăл кулса,
Çу кунĕсем килеç аса.
Каникулта вăй-хал пухса,
Эпир халь сывлăхлă, таса.
Анне пекех - вĕрентекен,
Кĕтсе илет вăл ирсерен.
Умра - пĕлỹлĕхĕн тĕнчи,
Вĕрен, ăс пух эс, шкул ачи!
Лидия ВИКТОРОВА.
Канаш паççулкки.