Шорчекассинчи инкек

ÇАК кунсенче Шупашкар округĕнчи Шорчекасси ялĕнче ирпе 9 сехетре вут-кăвар тухнă, пушарта мунча çуннă. Çăлавçăсем çулăма сỹнтернĕ хыççăн арçын виллине тупнă.

Кăçал Шăмăршă округĕнче 6 пушар пулнă, вут-кăвар тухнă чух 1 çын вилнĕ. Вут-кăварпа çав тери асăрхануллă пулмаллине манар мар, пушар хăрушлăхĕ юнашарах тăрать.

О.ИЧАНКИНА,

округ администрацийĕн мобилизаци ĕçĕн тата граждан оборонипе чрезвычайлă лару-тăру пайĕн начальникĕ.



28 августа 2026
16:11
Поделиться