Тасалăх тĕп вырăнта пултăр

2026-ÇУЛТА Шăмăршă муниципалитет округĕнчи йăлари хытă каяша (ТКО) çĕнĕ оператор - «Экология» ООО - турттарма тытăннă.

Округра 276 площадка çине çỹп-çап хумалли 626 контейнер вырнаçтарнă. Çавăн пекех пысăк калăпăшлă ăпăр-тапăра турттарса каяссине те йĕркеленĕ.

Çапах та тирпейлĕх хамăртан нумай килнине манма юрамасть. Контейнерсене çĕр улми аврипе тата ытти ăпăр-тапăрпа тултарса лартни - йĕркеллĕ пулăм мар.



28 августа 2026
11:12
Поделиться