«Телейлĕ ачалăх» паркра - тирпей-илем
ШĂМĂРШĂРА обществăлла тăрăха тирпей-илем кĕртес ĕç малалла пырать. Çак кунсенче «Телейлĕ ачалăх» паркри газона çулса илем кỹчĕç. Çавăн пекех Космовский урамĕнче те субботник иртрĕ.
Тепĕр ырă хыпар: подрядчик тинех Комбинат микрорайонĕнчи кĕпере юсама пуçăннă. Кунти мĕн пур ĕçе сентябрĕн 10-мĕшĕ тĕлне вĕçлеме шутлаççĕ.