Телекоммуникаци инфраструктури лайăхланать
ÇАК кунсенче Палтиел ялĕнче пурăнакансем мобильлĕ çыхăну чылай лайăхланнине асăрхарĕç. Интернет ĕçĕ пирки те хурласа калаçмаççĕ.
Ырă улшăну МТС-ăн базăллă станцийĕ телекоммуникаци инфра- структурине çĕнетсе улăштарнипе çыхăннă. Малашне палтиелсем çеç мар, округра пурăнакан ытти ял çыннисем те шанчăклă мобильлĕ çыхă- нупа усă курма пуçлĕç.