Тĕне ĕненекенсен те пулăшăвĕ пысăк
Фронтри, госпитальти салтакăмăрсене, вăрçа пула инкек тỹсекенсене пулăшассине православи тата мусульман тĕнĕсене ĕненекенсем чи пирвайхи тивĕç вырăнне хураççĕ. Ятарлă çар операцийĕ пуçланнăранпах, округри чиркỹсене тата мечĕтсене çỹрекенсем укçа-тенкĕ, апат-çимĕç, çи-пуç, гигиена хатĕрĕсем пухса-туянса волонтерсен ушкăнĕсене параççĕ.
Акă Шăмăршăри Христос Çурални ячĕллĕ чиркĕве (настоятелĕ - Николай Чувашов протоиерей) çỹрекенсем укçа-тенкĕпе те, апат-çимĕçпе те «Çĕнтерỹ чĕнĕвĕ» (ертỹçи - Надежда Константинова), «Ял хĕрарăмĕсем» (ертỹçи - Галина Егорова) пуçару ушкăнĕсене пулăшса тăраççĕ. Пылак çимĕç (баурсак, печени, хворост, чак- чак) пĕçерме, сăмахран, çăнăх, песук, çăмарта, тип çу, пыл пырса параççĕ. Çавăн пекех каснă салма, «типĕ» яшка хатĕрлеме, курăк чейĕ типĕтме кирлĕ япалапа тивĕçтереççĕ. Вырăн таврашĕ, аялти йĕм, бриджи, шорты, пижама çĕлемешкĕн пусма тăрăхне илсе килекен те сахал мар.
Палтиелĕнче те хăйне евĕр патриотизмпа хĕмленеççĕ. Михаил Архангел ячĕллĕ чиркĕве (настоятелĕ - Георгий Хитров протоиерей) çỹрекенсем çỹлерех асăннă волонтерсен ушкăнĕсем урлă Раççей салтакĕсене гуманитари япалисемпе пулăшаççĕ. Кунти мечĕте çỹрекенсем (муэдзинĕ - Ильнар Идрисов) Гелия Хамдеева «кĕмĕл» волонтер тата «Пĕрле» фонд представителĕсем урлă хỹтĕлевçĕмĕрсем патне питех те кирлĕ япаласене çитереççĕ.
Пурин те пĕр тĕллев - Çĕнтерĕве хăвăртрах çитересси.
З.СВЕКЛОВА.