Туслăх урамне те савăнăç çитрĕ е Пĕтĕм Раççей конкурсне хутшăнма пире мĕн чăрмантарать?

«ПУР çĕрте те асфальт сараççĕ, пирĕн патăмăра çак ырлăх хăçан çитĕ-ши?» - çапла ĕмĕтленетчĕç Шăмăршăри Туслăх урамĕнче пурăнакансем. Çак ыйтăва вĕсем 2026-çул валли пуçару проекчĕсем йышăннă чухне те пачĕç. Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерстви - «Ниме - Халăх бюджечĕ» программăна хатĕрленĕ чух - Шăмăршăри Туслăх урамĕн проектне те ырланă. Кунти çула тĕпрен юсама А.И.Макаров уйрăм предприниматель килĕшнĕ.

«Çу иртсе кайрĕ - нимĕн те туман-ха», - тетчĕç Туслăх урамĕнче пурăнакансем. Акă черет вĕсем патне те çитрĕ: хăватлă техника кĕрлевĕ урамра ир пуçласа каçченех тăрать. Хатĕрленỹ ĕçне вĕçлесен - хăйăрпа вакă чул тăкса тикĕслесен - асфальт сарма та пуçăнĕç.

Çак кунсенче Туслăх урамĕнчи çула тунă çĕрте (кунта çак стройкăна шỹтлесе «БАМ» теççĕ) округ администрацийĕн пуçлăхĕн полномочийĕсене туса пыракан Александр Сатеев пулса курчĕ. Александр Иванович çул çинче ĕçлекен рабочисемпе калаçрĕ, пахалăх çине пысăк тимлĕх уйăрмаллине палăртрĕ.

НУМАЯХ пулмасть Шăмăршăра иртнĕ Правительство кунĕнче эпĕ Чăваш Республикин Строительство, архитектура тата ЖКХ министрĕпе Владимир Максимовпа калаçнăччĕ. Ун чух вăл округ администрацийĕн - Шăмăршă ялне хула сăнĕ кĕртес тесен - Пĕтĕм Раççей конкурсне хутшăнма васкасах проект хатĕрлемелли çинчен сăмах хускатрĕ.

«Шăмăршă пек пысăк ялшăн ку - территорие тирпей-илем кĕртессишĕн патшалăх пулăшăвне илмелли чи лайăх меслет, - терĕ Владимир Михайлович. - Акă пĕр тĕслĕх: Хĕрлĕ Чутай ялĕ. Чутайсен проекчĕ Пĕтĕм Раççей конкурсĕнче çĕнтерме пултарчĕ, 32 миллион тенкĕ ытла илме тивĕçрĕç. Çак укçапа вĕсем çитес çул Новая урама хула сăнĕ кĕртĕç. Ман шутпа, шăмăршăсен те федераци укçи-тенкине çĕнсе илме май пур. Паллах, округ администрацийĕн çанна тавăрса ĕçлеме тивет».

Министр сăмахĕ çумне мĕн хушса калăн? Питĕ тĕрĕс, питĕ кирлĕ сĕнỹ. Хамăр тăрăшмасан укçа-тенке пире никам та ахалех килсе памĕ. Пĕтĕм Раççей конкурсне хутшăнма хăрамалла мар, проект хатĕрлеме пултаракан специалистсен çаврăнăçуллăрах пулмалла çеç.

Ив.САЛАНДАЕВ.



28 августа 2026
16:06
Поделиться