«Тăван ялăм, Кивĕ Чукал! Чунпа та, юнпа та эпĕ - Сан...»

«Тăван ялăм, Кивĕ Чукал!  Чунпа та, юнпа та эпĕ - Сан...»

Кивĕ Чукал ялĕ пуçланса кайнăранпа кăçал 474 çул çитрĕ. Граждан вăрçи паттăрне Егор Карзанова, Аслă Аттелĕх вăрçин вуншар-вуншар участникне, вуншар моряка, Чăваш халăх артистне Мефодий Денисова, çĕр ĕçченĕсене çитĕнтернĕ ял çак кунсенче паллă пулăма ял-йыш тĕрлĕ çĕре саланнă ентешсемпе, округри ялсенчен, кỹршĕллĕ Патăрьел округĕнчен, Тутарстанăн Çĕпрел районĕнчен, Ульяновск облаçĕнчен килнĕ хăнасемпе пĕрле чаплăн уявларĕ....

Хăй патне кăчăк туртакан капăр сцена. Юнашарах, чун-чĕрере мăнаçлăх туйăмне вăратса, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин Патшалăх Ялавĕсем, çавăн пекех Кивĕ Чукал ялĕн Ялавĕ варкăш çилпе хумханаççĕ. Акă Кивĕ Чукал ял территори уйрăмĕн начальникĕ Александр Чамеев Ял уявĕ пуçланни çинчен пĕлтерет, пурне те хĕрỹллĕн саламлать. РФ тата ЧР Патшалăх Гимнĕсем янраççĕ.

Сумлă хăнасем пĕри хыççăн тепри тухса сăмах каларĕç, Кивĕ Чукалăн ĕçчен те пултаруллă çыннисене ырлăх-сывлăх сунчĕç. Представительсем: Шăмăршă муниципалитет округĕн пуçлăхĕн полномочийĕсене вăхăтлăх туса пыракан Александр Сатеев, Пĕтĕм Раççейри «Пĕрлĕхлĕ Раççей» обществăлла организацин вырăнти уйрăмĕн председателĕ Ираида Пыркина, ЧР Патшалăх Канашне депутата суйлама тăратнă кандидат Радимир Егоров, Тĕнче чемпионĕ, тĕнче класлă спорт мастерĕ Инна Тражукова, Петр Карзанов спонсор.

Ял аталанăвне пысăк тỹпе хывнисене халăх умĕнче чысларĕç. «Чи çамрăк çемье», «Чи аслă çемье», «Чи лайăх тыр-пул туса илекен», «Чи лайăх выльăх-чĕрлĕх пăхакан» хисеплĕ ятсем пачĕç. Кĕске отпускри СВО участникне Александр Мердеева сцена çине чĕнсе кăларсах саламларĕç.

Культура çурчĕ çумĕнчи илемлĕ пултарулăх коллективĕ хỹхĕм юрри-ташшипе пурне те савăк кăмăл парнелерĕ. Куракансем чăтса тăраймарĕç: юрларĕç-ташларĕç, тăвăллăн алă çупса вырăнти артистсене хавхалантарчĕç.

Уявăн тепĕр пайне спорта юратакансене халалларĕç. Ял ачи-çамрăкĕ, ытти çĕртен килнĕ хăнасем ирĕклĕ майпа кĕрешрĕç. «Чирлекенсен» хавхалантарăвĕпе 30 ытла кĕрешỹçĕ вăй виçрĕ. Никита Мишкин (Кивĕ Чукал) абсолютлă чемпион ятне çĕнсе илчĕ. Ăна яланхи йăлапа така парса хисеп турĕç.

Спортсменсене кăшкăрса та шăхăрса вăй параканхалăх кун хыççăн кăмăл-туйăмăн тепĕр серепине лекрĕ: 8 метр тăршшĕ шăчă çине хăпаракансене пĕр сывлами сăнарĕ, унтан çỹллĕше парăнтарнисене пĕтĕм чун хавалĕпе саламларĕ. Шăчă тăрринче - «така» (ỹкерчĕк, чĕрĕ выльăха вара каштаран кăкарнă), аяларах - пыл тултарнă савăт, тата кăшт аяларах - чĕрĕ автан. Çак тупăшура Александр Чабанов (Вырăс Чукал) - така, Геннадий Губанов (Çĕнĕ Чукал) - пыл, Алексей Малеев (Кивĕ Чукал) автан çĕнсе илчĕç.

Ял уявĕ Акатуйне аса илтерчĕ. Ача-пăча батут çинче сиксе савăнчĕ. Аслисем суту-илỹ точкисенче тавар суйларĕç, техĕмлĕ шашлăкпа хăналанчĕç. Пĕрлехи вăйпа янтăланă уяв кĕрекинче хуçасем инçетри çула кĕскетсе килнĕ хăнасене кăмăлтан сăйларĕç. Пур çĕрте те шỹт-кулă янрарĕ, туслăхпа пĕрлĕх хуçаланчĕ.

19 сехетре вара Кивĕ Чукал çийĕн карăннă каç сĕмлĕхĕ тĕрлĕ тĕслĕ çутăсемпе ялкăшса кайрĕ, тавралăх çĕнĕрен хаваслă юрă-кĕвĕпе тулчĕ. Шупашкартан килнĕ паллă юрăçсем - Виталий Адюков, Иван Шинжаев, Ирина Шинжаева, Алиса - сĕм çĕрлеччен ял халăхĕпе пĕрле пулчĕç.

- Кивĕчукалсем черетлĕ Ял уявне яланхи пекех хастар хутшăнчĕç, тĕрлĕ енлĕ ăсталăха кăтартма пултарчĕç; хăнасен умĕнче пите хĕретмерĕмĕр, - палăртрĕ ял территори уйрăмĕн начальникĕ Александр Чамеев. - Ял-йышăм, хăйсен нух- ратне шеллемесĕр мероприятие çỹллĕ шайра ирттерме тỹпе хывнă кашни спонсор тав сăмахне, мухтава тивĕçлĕ. Уяв ăнăçлăхĕ тепĕр хут туслăхпа пĕрлĕх хăватне туйма пулăшрĕ.

... Чечеклентĕр, Кивĕ Чукал тăрăхĕ, аталантăр 5-мĕш ĕмĕрпе утакан ЯЛ. ÇЫННИСЕМ - пĕчĕк Тăван çĕр-шывшăн çан тавăрса ĕçлеччĕр, юратнă кĕтесе сăвă-юрăра мухтаччăр...

Зинаида СВЕКЛОВА.



28 августа 2026
11:02
Поделиться