Учительсене - хушма пулăшу
АВГУСТĂН 21-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев учительсене хушма пулăшу парасси çинчен Хушу кăларнă. Унпа килĕшỹллĕн, сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен педагогсен оклачĕсем 1,5 хут ỹсĕç. Пуçламăш класс учителĕсене тата ятарлă çар операцийĕнче пулнă вĕрентекенсене уйăхсерен хушма тỹлев - 5 пин тенкĕ - тивĕçĕ.
Кунсăр пуçне республикăра ирттерекен професси конкурсĕсен çĕнтерỹçисемпе при- зерĕсене пĕр хутчен паракан тỹлев те ỹсĕ.
Е.ЖОЛОБОВА.