Василий Ефимова асăнса - футбол турнирĕ
ÇАК кунсенче Шăмăршăри «Туслăх» спорт шкулĕн стадионĕнче округри паллă спортсмена Василий Ефимова асăнса футбол турнирĕ иртнĕ.
Ăмăртăва 10 команда хутшăннă. Çивĕч кĕрешỹре Пуянкасси ял территори уйрăмĕн команди - пĕрремĕш, Тутарстанри Çĕпрел районĕн команди - иккĕмĕш, Шăмăршăри «Астăвăм» команда виççĕмĕш вырăн йышăннă. Ачасен футбол командисем хушшинче малти виçĕ вырăна çаксем пайланă: «Колосок-1», «Колосок-2» (Шăмăршă вăтам шкулĕ), «Интер» (Шăмăршă ялĕ).
Радик Салимзянова, Сергей Кузьмина, Семен Абсалямова тата Константин Ефимова «Чи лайăх вылякан футболист» ятпа чысланă.
Василий Михайлович Ефимовăн çемйи çак ăмăртăва йĕркелесе ирттерме пулăшнă кашни çыннах чĕререн тав тăвать.
В.АНТОНОВ.