Ячĕ - халăх асĕнче
Ты погиб героем, воин,
Жизнь отдав за Русь-страну.
Спи солдат, и будь спокоен -
Службу есть нести кому.
Подвиг свой, угодный Богу,
Ради мира совершил.
И в бессмертие дорогу
В битве правой повторил.
(Раççей Геройĕн Олег Долговăн (21.08.1976-16.01.1996) вил тăприйĕ çинчи эпитафири йĕркесем).
Августăн 21-мĕшĕ - Раççей Геройĕн Олег Николаевич Долговăн çуралнă кунĕ. Пурăннă пулсан, çак кун вăл 50 çул тултаратчĕ. Шел, ирсĕр вилĕм ăна 19 çултах çут тĕнчерен уйăрнă. Олег çап-çамрăкла, пурнăç илемĕпе кирлĕ чухлĕ савăнса кураймасăрах, ĕмĕрлĕхех куçне хупнă.
Олег Долгов 1976-çулта Шăмăршă округĕнчи Шамккай ялĕнче çуралнă. Вăл пĕчĕк чухнех Долговсен çемйи Самар облаçĕнчи Луначарский паççулккине куçса кайнă. Кунта Олег шкул пĕтернĕ, спорт ăмăртăвĕсене хутшăннă. Дзюдо енĕпе район тата область ăмăртăвĕсенче малти вырăнсене йышăннă.
1994-çулта Олега салтака ăсатаççĕ. 1996-çулхи январĕн 16-мĕшĕнче - дембельччен уйăх ытларах çеç юлсан - Олег çар заданине чăн-чăн паттăрпек пурнăçласа, хăйĕн юлташĕсене хỹтлĕхе илсе снайпер пульлипе вилмеллех аманать. Чечен Республикинчи Первомайское ялĕнче унăн пурнăçĕ татăлать. Вилнĕ хыççăн ăна Раççей Геройĕн ячĕпе чыслаççĕ. 1997-çулта Олегăн ашшĕпе амăшне - Николай Васильевичпа Любовь Петровнăна - Геройăн Ылтăн çăлтăрне ĕмĕр упрама параççĕ.
Мускавра - Олег Долгов службăра тăнă ятарлă пĕлтерĕшлĕ «Русь» отряд территорийĕнче - Герой палăкне лартнă. Çакăн пек палăк вăл пурăннă Луначарский паççулккинче тата çут тĕнчене килнĕ Шăмăршă çĕрĕ çинче те пур. Олег Долгов ячĕпе темиçе урам тата вăл вĕреннĕ шкул хисепленет.
Августăн 21-мĕшĕнче Шăмăршăри Олег Долгов палăкĕ умне çын йышлă пуçтарăннăччĕ. Шупашкартан, Тутар Республикипе Ульяновск облаçĕнчен те килнĕ. Раççей Геройне асăнса митинг пулса иртрĕ. Унта округ администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Андрей Кокуркин, Кивĕ Чукал ял территори уйрăмĕн пуçлăхĕ Александр Чамеев, Олег Долговăн çывăх тăванĕсем сăмах тухса каларĕç. Вĕсем пурте Герой ячĕ - вилĕмсĕр пулнине, çамрăк ăру Олег пек паттăр пулма воспи-тани илнине палăртрĕç. Палăк умне вун-вун чечек хурса Героя чыс турĕç.
Çак мероприятие хатĕрленсе ирттерме ГСВГ ветеранĕсен республикăри (Андрей Кудряшов) тата округри (Александр Карзанов) Совечĕсем нумай пулăшнă. Раççей Геройĕн тăванĕсем вĕсене чĕререн тав туни çинчен пĕлтерчĕç.
...ÇЫН çĕр çинчен кайсан астăвăм юлать. Чĕрĕ астăвăм. Чĕрĕ, мĕншĕн тесен Олег Долгов çуралнă ял çыннисем, унăн юлташĕсем, çывăх тăванĕсем Героя асран кăлармаççĕ. Çак астăвăм хĕлхемĕ эпир Раççей Геройне кашни çулах аса илсен, унăн паттăрлăхĕ çинчен çамрăксене каласа парсан нихăçан та сỹнмĕ.
Ив.САЛАНДАЕВ.