«Закон, хăрушлăх тата çамрăксен яваплăхĕ»
Çак ятпа Шăмăршăри Мультикультура библиотекинче шкул ачисемпе Наиль Тепитов подполковникăн - Шăмăршăри полици уйрăмĕн начальникĕн - тĕл пулăвĕ иртрĕ. Мероприяти çамрăксен «Полицейскипе - кофе» социаллă программипе килĕшỹллĕ пулчĕ.
Наиль Абрарович çитĕнекен ăрăва мототранспортпа çỹренĕ чухнехи яваплăх пирки каласа ăнлантарчĕ. Çул çитмен çамрăксен водитель удостоверенийĕсĕр мотоцикл, мопед, скутер, автомобиль рулĕ умне лармалла мар; çак йĕркене пăснăшăн штрафлаççĕ; çул çинчи инкекшĕн вара тата пысăкрах айăплав кĕтет.
Çавăн пекех йĕрке хуралĕнче вăй хуракан представитель шкул ачисен çĕрле ашшĕ-амăшĕсĕр (ăна улăштаракансăр) обществăлла вырăнта çỹреме юраманни çинчен те асăрхаттарчĕ.
Телефон мошенникĕсенчен хỹтĕленмелли çинчен те сỹтсе яврĕç. Уйрăмах киберпреступлени (мошенниксем «тав тунипе» (вознаграждение) - хăйсен банк карттине ют алла пани, онлайн-банкинга кĕме май туса пани, улталаса ют çынсен укçине хывни çинчен калани хĕрсемпе яшсемшĕн усăллă пулчĕ.
Уçă калаçу мошенниксен ултав схемине çакланасран паянхи ăрушăн усăллă пуласси куç кĕрет.
И.ТИМОФЕЕВА,
округри централизациленĕ библиотека системин директорĕ.